Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн поэт (Михаил Волков)

Ҫирӗм ҫул каялла ре­­дак­­цисенче ком­пью­терсем пулман. Ҫа­вӑнпа хаҫатри ма­те­риалсене хӑш стра­ницӑра, хӑш вырӑнта выр­наҫтарас, статьясене тӳрлетсе пичете юрӑхлӑ тӑвас, вӗсене типографие вӑхӑтра ҫитерсе парас енӗпе яваплӑ секретарь ӗҫленӗ. Ҫак йывӑр лава пирӗн район хаҫатӗнче (ун чухне вӑл «Ленинец» ятлӑччӗ) Павел Васильевич Васильев туртса пынӑ.

Ку ӗҫре чӑрмавӗсем кашни кунах сиксе тухатчӗҫ: редак­то­рӗ обкома кайнӑ, заместителӗ — командировкӑра, 1-мӗш стра­ницӑра материалсем ҫитмеҫҫӗ, хӑш-пӗр статьясене тӳрлетсе тепӗр хут пичетлемелле. Ҫак­сене пурнӑҫласси пӗтӗмпех ун­ран килет. Ахальтен мар дол­жноҫӗ те унӑн яваплӑ секретарь ятлӑ.

Ку вырӑнта Павел Васильевич мӗн пенсие тухичченех ӗҫлерӗ. Эпир вара унран вӗренме тӑрӑшнӑ. Чӑнах та, пирӗн хаҫатра чӑваш чӗлхине ун пек лайӑх пӗлекенни пулман. Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл кашни уйӑхрах «Литература страницине» йӗркелесе пынӑ, ҫамрӑк авторсене хаҫата явӑҫтарнӑ, вӗсемпе вӑхӑта шеллемесӗр ӗҫленӗ.

Эпӗ салтакра чухне вӑл ман па­та та вӗрентсе сахал мар ҫы­ру­сем ҫырчӗ. Акӑ, вӗ­сен­чи те­ми­ҫе йӗрке: «Сӑвӑра пӗрешкел сӑмахсенчен хӑтӑлма тӑрӑш: «чӗре, тусӑм, ман» йышши сӑмахсенчен. Вӗсем чӗлхе хакне чакараҫҫӗ. Халь ҫырнӑ сӑвва якат, юса. Виҫӗ-тӑватӑ хут».

Е тата: «Эсӗ «хурӑн вӑр­ман­не», — тенӗ. Чӑвашла вара «ху­рӑн­лӑ­ха» теҫҫӗ. «Чунӑма ман­не» те­меҫ­ҫӗ. «Чунӑма», «чуна» сӑмах хӑех сан чунна кӑтартать. Рифма хыҫҫӑн кайсан ҫапла пулать вӑл. Тата ҫак­на асӑр­хат­та­рас­шӑн: ки­рек мӗн­ле литература про­из­ве­денийӗ те вӑл ӳкерчӗк пултӑр. Каласа мар, кӑтартса памалла. Философиллӗ сӑвӑра кӑна кӑтартса пани — ӳкерчӗк ҫук».

Вӑт ҫапла вӗрентсе пынӑ пи­ре Павел Васильевич. Вӑл хӑй чӑ­ваш­ла ҫырнӑ произве­де­ни­сем ман­шӑн чӑн-чӑн ще­девр­семччӗ. Ҫӑмӑллӑн, шыв юх­хи пек ву­ла­наҫ­ҫӗ вӗсем. Пӗр сӑ­мах­не кӑларса пӑрахма е вы­рӑн­не улӑш­тарма май ҫук. Ма­на уйрӑ­мах унӑн ҫак юрӑ йӗркисем ки­лӗ­шеҫҫӗ:

Лартрӑм шурӑ сирень, санпала паллашсан,

Анкарти хыҫӗнчи сак ҫумне.

Ҫулҫине сарас чух тухса кайрӑм ялтан —

Кураймарӑм ҫеҫке ҫурнине…

Хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсенче унӑн Чӑ­ваш кӗнеке издатель­ствинче «Салтак чӗ­ри», «Ҫул пуҫ­ламӑшӗ» сӑвӑ кӗнеки­сем пи­­чет­лен­се тухнӑ. Пи­рӗн юрат­­нӑ поэтӑ­мӑр, Павел Василь­ев, кӑ­ҫал 80 ҫул тултарчӗ. Ҫав­нашкал илемлӗ произведенисем татах та ҫырма ӑнӑҫу, ырӑ кӑмӑл тата чи кирли — ҫирӗп сывлӑх сунар.

Сӑнӳкерчӗкре: редакципе типографире ӗҫлекен арҫынсем субботник хыҫҫӑн. 1977 ҫулта ӳкернӗ. Сулахайран пӗрремӗшӗ — Павел Васильев.

Михаил Волков,
Вуспӳрт ялӗ
«Тӑван ен», 2011, ҫӗртме, 17


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-20 23:35:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1760 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем